Эх, янра чăваш сăвви-юрри!

Эх, янра чăваш сăвви-юрри!


Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Мăн Явăш шкулĕнче «Эх, янра чăваш сăвви-юрри!» уяв иртрĕ. Уява чăваш халăхне çутта кăларнă, чăваш çырулăхне йĕркеленĕ, чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн чунтан чĕререн тăрăшнă И. Я. Яковлева, Çемье çулталăкне, Экологи тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курас çулталăка халалларăмăр. Паян шкулта кунӗпех чӑваш юрри-кӗвви илтӗнсе, янӑраса тӑчӗ. Епле кӑмӑллӑ пирӗн ачасем хамӑр чӑваш юррисене шӑрантарнине итлеме! Вĕренекенсем уява пурте маттур хатĕрленнĕ. Шкул сцени çинчен чăваш юрри çепĕççĕн шăнкăртатса юхрĕ. «Анне», «Лартар симĕс йывăҫсем», «Асанне», «Эп те пулнă-ши вара…», «Ытарайми анне», «Упрăр хăвăр ҫемьене», «Чăваш ак ҫапла юрлать» юрăсем шăранчĕҫ паян уявра. Юрӑсем юрласа чуна уҫрӑмӑр, малалла тӑрӑшса вӗренме, ҫитӗнӳсем тума хавхалантӑмӑр.