Шкул юсавра илемленет

Мăн Явăшри вăтам шкулта çĕнĕ вĕренў çулне хатĕрленессипе тимлĕ ĕçлеççĕ.

­-­- Ытти çулхисемпе танлаштарсан, çĕнĕ вĕренў çулне хатĕрленессипе кăçал ăнăçлăрах ĕçлетпĕр. Уйрăмах манан Сергей Тихоновпа Сергей Алексеев юсавçăсене ырăпа асăнса чĕререн тав тăвас килет. ВВĕсем ĕçре тирпейлĕ те перекетлĕ, тўсĕмлĕ те тимлĕ пулнипе  пур класа та   таса шывпа тивеçтермелле туса пачĕç, 100 метр тăршшĕ канализации пăрăхĕсем хывреç, столовăйра шыв пăрăхĕсене çĕннисемпе улăштарчĕç. Малашне пирĕн шкулта вĕри шыв та, сивви те çителĕклĕ пулĕ, - каласа паче шкул директорĕ Надежда Петровна Федорова.

        Педагогсемпе  техперсонал, ял тăрăхĕнчи биржа урлă ĕçлекенсем тата ĕçпе кану лагерьне çўрекен ачасем сав ĕçĕсене чылай турĕç, пўлĕмсене, коридорсене сăрларĕç. Юсав ĕçĕсем пурнăçлама 100 пин тенкĕ укçа тăкакларăмăр. Сăмах май, ĕçпе кану лагерьне çўрекен ачасен ырă ĕçĕсене те палăртаса хăварам-ха. Вĕсем пахчинче столовăй вали çĕр улми, Сухан, кишĕр, купăста çитĕнтереççĕ, шкул территорине те тирпей – илем кĕртсех тăраççĕ. Пĕтĕмлетсе калас тăк, çитес вĕренў çулĕнче çĕнĕ сăн  илнĕ шкул 100 ытла ачана йышăнĕ, çав шутран пĕрремĕш класса пуçласа вуниккĕн килĕç, - терĕ шкул директорĕ , - терĕ шкул директорĕ Надежда Петрова Федорова, вĕренў çулне хатĕрленес ĕçе пĕтĕмлетў тунă май.

В. Москвин