Чи тавҫӑруллисен конкурсӗ

Чи тавҫӑруллисен конкурсӗ


Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ - чӑваш чӗлхипе литература эрнини малалла пырать. Паян ӑс-тӑна аталантарас, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсене туптама вӗрентес тӗллевпе шкулта «Ребуссемпе кроссвордсем шутлатпӑр» чи тавҫӑруллисен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 5 – 9 класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Хатӗрлесе панӑ ребуссене хавхалансах шутларӗҫ, тупсӑмӗсене тупрӗҫ. Чи тавҫӑруллисем, маттуррисем Шарикова С., Архипова Д., Семенова Н. (5 кл.), Кириллова Д., Ананьева Р., Иванов Р. (6 кл.), Архипов Е., Раков Д., Петрова В., Тимофеева Т., Шарикова К. (7 кл.), Сидорова К. (8 кл), Васильева К., Сергеев А., Ракова Т., Быкова А., Кириллова Д., Валерийӑпа Виктория Митрофановӑсем (9 кл.)  вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗренекенсен малалла та чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле пултӑрччӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчесе аталантармалла пултӑрччӗ. Ӑнӑҫу сире пурне те!!!